Кӑҫал Чӑваш Енре 19 ача чӳречерен ӳкнӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управенийӗ ҫирӗплетет.
Юрать, ачасем чывӑ-чӗрех. Анчах, шел те, пур тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗн айӑпӗ пур. Вӗсем ачисене пӗччен хӑварнӑ. Лешсем вара чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 1 ҫулти хӗрача иккӗмӗш хутри хваттер чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Вӑл та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗрремӗш хутри хваттер чӳречинен 7 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ. Халӗ ҫак ачасене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Ашшӗ хӗрне сывлӑха ҫ ирӗплетмелли ҫуллахи ача-пӑча уйлӑхӗнче мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ку пӗлтӗр Етӗрне районӗнче пулма пултарнӑ. Следовательсем ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта хӗрача сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхра каннӑ. Унта ӑна мӑшкӑллани пирки ашшӗ пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн следовтальсем процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарлать.
Етӗрне районӗнчи Ҫухра ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӳршин пӳртне чӗртсе янӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Юрать, пушар тухнине вӑхӑтра асӑрханӑ, ӑна ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер кӳршин кил хуҫалӑхӗнчи алӑкне, картапа тата йывӑҫ ҫуртпа сыпӑнтарнӑскере, тивертсе янӑ. Ӳсер хӗрарӑм курайман кӳршин хуҫалӑхне ҫунтарса яма тӗллевленнӗ.
Ҫулӑм алӑка, картана, ҫуртӑн карнизне сиенлетнӗ. Тӑкак 20 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Суд хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн ӗҫе вырнаҫмалла, ҫӗрле килте лармалла, эрех сутакан вырӑнта пулмалла мар.
Республикӑри тӑватӑ районпа пӗр хулана Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне парӗҫ. Вӗсем пӗрле 50 миллион тенкӗ илӗҫ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, муниципаллӑ районсемпе хула округӗсене хӑйсен тӑрӑхне инвестици ытларах явӑҫтармашкӑн хавхалантарас тӗллевпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документра палӑртнипе килӗшӳллӗн, Елчӗксем 12 миллион тенкӗ илӗҫ. Красноармейски районне — 10,5, Патӑрьел районне — 9, Ҫӗрпӳ районне 6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Пуринчен те ытларах вара Канаш хулине куҫарса парӗҫ: 12,5 миллион тенкӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр кун йышши гранта Елчӗк, Муркаш, Етӗрне районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисем тивӗҫнӗччӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорне Владимир Иванова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 76-а яхӑн проценчӗ хӑйӗн сассине панӑ.
Аса илтерер, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре тӗрлӗ шайри депутатсене суйлассипе хушма суйлав иртнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашне Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне те унччен пушӑннӑ вырӑна тепӗр ҫынна суйланӑ.
Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи Шӗмшеш тата Етӗрне районӗнчи Иваньково ял тӑрӑхӗсен пухӑвӗсен депутачӗсене суйланӑ. Элӗк районӗнче ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташне депутата шаннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Правительство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков суйлав «яланхиллех уҫҫӑн» иртнине ӗнентернӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнери 9-мӗш номерлӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн хушма суйлавӗ иртӗ. Вӑл Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай районӗсен тата Элӗк районӗнчи ултӑ ял тӑрӑхӗн территорийӗсенчи (Мӑн Выла, Крымзарай, Ураскилт, Тавӑт, Тени, Шӗмшеш ял тӑрӑхӗсенче) суйлавҫӑсем валли иртет.
2016 ҫулта иртнӗ суйлавра эпир Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Малова суйланӑ. Кайран Николай Малов Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма 4 кандидатран пӗрне суйлӗҫ. Депутат мандачӗшӗн кӗрешӗве тухнисем: Владимир Леонидович Офаринов (1961 ҫулта ҫуралнӑ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ), Владимир Николаевич Иванов (1957 ҫулта ҫуралнӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ), Алексей Юрьевич Сапожников (1987 ҫулта ҫуралнӑ, либерал-демократсен партин пайташӗ) тата Андрей Иванович Игнатьев (1988 ҫулта ҫуралнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ).
Чӑваш Ен спортсменкине Клавдия Афанасьевӑна дисквалификациленӗ, вӑл тӗнче чемпионатне лекеймест.
Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пирӗн ентешсӗр пуҫне Ольга Елиеевӑна, Юлия Липановӑна, Сергей Шарыпова, Сергей Широбокова нейтраллӑ спортсмен статусӗнчен хӑтарнӑ, хӑвӑрт утас енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне кайма чарнӑ. Ӑмӑрту Китайри Тайцанра ҫу уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче иртет.
Клавдия Афанасьева – Етӗрне районӗнчен. Вӑл Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлет. Клавдия – спорт мастерӗ.
Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |